Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Уҫӑ сасӑсем (ОП)

Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.

. Чӑваш сӑмахӗсенче а, ӑ, у, ы сас паллисене уҫӑ сасӑсем хытӑ хупӑ сасӑсемпе юнашар чухне ҫыраҫҫӗ: асап, вӑхӑт, утӑ, ыран.
Е, ӗ, и, ӳ, э сас паллисене уҫӑ сасӑсем ҫемҫе хупӑ сасӑсемпе юнашар тӑнӑ чухне ҫыраҫҫӗ: тенкел, ӗмӗр, илем, ӳлӗм, кӗтӳ, этем.

_Асӑрхаттарни_. А, ӑ, у сас паллисенс хӑш-пӗр чух ль, нь, ть ҫемҫе сас паллисем умӗн те, хыҫҫӑн та ҫыраҫҫӗ: ахаль, мӑкӑнь, выльӑх, пуль.

. О, ё сас паллисене вырӑсларан ҫыру урлӑ кӗрекен сӑмахсенче ҫыраҫҫӗ: общество, область, оборона, самолёт
. Е, ё, ю, я сас паллисене ҫакӑн пек чухне ҫыраҫҫӗ:
1. Сӑмах пуҫламӑшӗнче тата уҫӑ сас паллисемпе ъ, ь паллӑсем хыҫҫӑн йэ, йо, йу, йа сасӑсен пӗрлешӗвне палӑртма: енчӗк, ёлка, юрӑ, ялав; ҫиет, заём, каю, туя, мӑрье, ҫемье, статья, адъютант.
_Асӑрхаттарнисем_. 1. Ютран ҫыру урлӑ йышӑнакан хӑш-пӗр сӑмахсен пуҫламӑшӗнче тата уҫӑ сас паллисем хыҫҫӑн ё вырӑнне йо ҫыраҫҫӗ: йод, район, майор, Нью-Йорк, Йошкар-Ола.
2. Ютран ҫыру урлӑ йышӑнакан хӑш-пӗр сӑмахсенче ё вырӑнне о ҫыраҫҫӗ, ун умӗн ь лартаҫҫӗ: батальон, почтальон, медальон, лосьон.

2. Умӗнчи хупӑ сасӑсем ҫемҫине палӑртма: наряд, выля, темӗн, самолёт, Ванюк.
. Э сас паллине сӑмах пуҫламӑшӗнче тата вырӑсларан йышӑннӑ сӑмахсенче уҫӑ сасӑ хыҫҫӑнхи э сасса палӑртма ҫыраҫҫӗ: эпӗ, поэт, аэропорт.
. Ҫ, ч сас паллисем хыҫҫӑн и е ы ҫырмалли йӗрке ҫакӑн пек: пуҫламӑш формӑра хытӑ хупӑ сас палли умӗн ы ҫырмалла (ҫын, чылай, ҫыр, чышкӑ), ҫемҫе хупӑ сас палли умӗн — и (ҫил, ҫип, чикӗ, чир). Вырӑсларан йышӑннӑ сӑмахсенче ч хыҫҫӑн и ҫыраҫҫӗ: числителъ, учитель, чикан.
. Ӑ е ӗ сасӑ тухса ӳкме е кӗрсе ларма пултаракан сӑмахсене икӗ тӗрлӗ те ҫырма юрать (ӑ, ӗ сас паллисемпе е вӗсемсӗр): алӑ е ал, сасӑ е сас, вунӑ е вун, халӗ е халь, пулӑҫӑ е пулӑҫ, ҫӗвӗҫӗ е ҫӗвӗҫ; вӗлтӗрен е вӗлтрен, нихӑҫан е нихҫан, пурӑнӑҫ е пурнӑҫ, пурӑнатӑп е пурнатӑп.
. У, ӑ, ы сасӑсем вырӑнти калаҫусенче пӗр-пӗринпе ылмашӑнаҫҫӗ. Унашкал сӑмахсене епле ҫырассине орфографи словарӗ татса парать: ҫумӑр (ҫӑмӑр мар), йывӑр (йӑвӑр мар), ҫывӑр (ҫӑвӑр мар), хывӑх (хӑвӑх мар).
10§. Вырӑсларан ҫыру урлӑ йышӑннӑ хупӑ сасӑпа вӗҫленекен сӑмахсен юлашки уҫӑ сассине пур формӑра та вырӑсли пек палӑртмалла: трактор — тракторӑн, директор — директорӑн.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-09 00:14:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8199 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем